
Хӗрарӑмсем хитреленме-капӑрланма юратнине пӗлетпӗр-ха. Анчах арҫынсен те кремпа усӑ курма манмалла мар. Вӗсен ӳчӗ те ватӑлать.
Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерствин тата Мускав хулин Сывлӑх сыхлав департаменчӗн штатра тӑман тӗп дерматовенерологӗ тата косметологӗ Николай Потекаев 30 ҫул урлӑ каҫнӑ арҫынсене ватӑласран пулӑшакан ятарлӑ витаминсем кремпа усӑ курма тытӑнма сӗннӗ.

Шупашкарти «Малютка» ача-пӑчан ятарлӑ ҫурчӗ унччен республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнса тӑнӑ. Анчах иртнӗ ҫул вӗҫӗнче, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, республика ертӳҫи Олег Николаев йышӑну кӑларнӑ. Унпа килӗшӳллӗн ача ҫуртне Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствине панӑ.
Асӑннӑ ҫуртра ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ тин ҫуралнӑ ачасенчен пуҫласа тӑватӑ ҫул тултариччен пурӑнаҫҫӗ.
«Малютка» ача ҫуртӗнче – 189,75 штат единици.

Ҫӗмӗрле хулинчи поликлиника ӗҫлемест, ӑна 2025 ҫулта ҫеҫ тӗплӗн юсӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Ниолаев нумаях пулмасть ирттернӗ тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче ун патне Ҫӗмӗрле хӗрарӑмӗ шӑнкӑравланӑ, вӑл Ҫӗмӗрлери хула больници мӗншӗн ӗҫлеменнипе кӑсӑкланнӑ.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче уҫӑмлатса панӑ тӑрӑх, 2-мӗш поликлиника вӑхӑтлӑха ӗҫлемест, мӗншӗн тесен ҫав ҫурта тӗплӗн юсамалла. Ӗҫе 2025 ҫулта ҫеҫ пурнӑҫлӗҫ.
Унта Республикӑн ӳтпе венерологи диспансерӗн тата Республикӑн нарколог диспансерӗн диспансер уйрӑмӗсем те унта пулӗҫ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакансен хальлӗхе хулари 1-мӗш поликлиникӑна ҫӳремелле.

Ҫак кунсенче Чӑваш Енри темиҫе юриста сумлӑ ят панӑ.
«Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ» ята Етӗрнери «Бизнес тата Право» адвокатсен коллегийӗн адвокачӗ Галина Аникина, Шупашкарти «Иванов, Ильин тата партнёрсем» адвокатсен коллегийӗн председателӗ Сергей Ильин, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн патшалӑхпа право управленийӗн юридици пайӗн секторӗн заведующийӗ Надежда Ингилизова, Чӑваш Республикин Арбитраж сучӗн судйисем Наталия Кисапова тата Ольга Павлова, Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин право пайӗн пуҫлӑхӗ Ольга Петрова, Чӑваш Енӗн Верховнӑй сучӗн председателӗн заместителӗ Галина Савелькина тата судйи Владимир Селиванов тивӗҫнӗ.

Чӑваш Енри тата тепӗр икӗ пульницӑна пӗрлештересшӗн. Реорганизаци текен утӑма ҫӳлтисем хысна укҫа-тенкне перекелессипе чылай чухне сӑлтавлаҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере Республикӑн ача-пӑча клиника пульниципе Шупашкар хулинчи 2-мӗш ача-пӑча пульницине пӗрлештерме йышӑннӑ.
Асӑннӑ икӗ учреждени те унчченхилле ӗҫлӗ. Анчах та асли (ансат чӗлхепе каласан) Республикӑн ача-пӑча клиники пулӗ. Пурлӑх хуҫи те вӑл шутланӗ.

Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав мнистерствин Общество канашне кӗрес текенсен заявленийӗсене пухма пуҫланӑ.
Кандидатсен докуменчӗсене юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗ таран йышӑнӗҫ. Вӗсене ирхи 8 сехетрен пуҫаса 12 сехетчен, 13 сехетен пуҫласа 17 сехетчен министерствӑна ҫитерсе памалла е почтӑпа тата курьер урлӑ та ӑсатма пулать.
Общество канашне камсене илме пултарасси ҫинчен хыпарланипе министерство сайтӗнче тӗпленрех паллашма пулать.

Чӑваш Енӗн сывлӑх министрӗн заместителӗ пулса тӑрӑшнӑ Сергей Тоцкие ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Павел Данилов паян, утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Аса илтерер: Сергей Иванович ҫак должноҫе 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗнче йышӑннӑччӗ.
Сергей Тоцкий Удмурт Республикин сывлӑх сыхлав министрӗн заместителӗнче, унччен асӑннӑ регионти вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗнче тӗп врачра ӗҫленӗ.

Шупашкарти больницӑсене пӗрлештересшӗн. Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшенче хула администрацийӗн акт залӗнче ҫав ыйтупа халӑх итлевӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем Хулари 1-мӗш клиника больниципе Иккӗмӗш хула больницине тата П.Н. Осипов ячӗллӗ пӗрремӗш хула больницине пӗрлештерес ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Республикӑн влаҫ органӗсен официалӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑх итлевне хулара пурӑнакансем, общество организацийӗсен хастарӗсем, тухтӑрсем, депутатсемпе тӳре-шара таранах хутшӑннӑ.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, виҫӗ больницӑна пӗрлештернӗшӗн медперсонал йышӗ чакмӗ, ҫынсене тухтӑрсем унчченхиллех пулӑшӗҫ.

Чӑваш Ене тата тепӗр виҫӗ ФАП илсе килнӗ. Ҫапла, илсе килнӗ. Кунта сӑмах урапа ҫинчи фельдшерпа акушер пункчӗсем ҫинчен пырать.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тарӑх, хальхи вӑхӑтра кашни муниципалитетра пӗрер (пурӗ — 21) ФАП пур-ха.
Медицина оборудованийӗ вырнаҫтарнӑ мобильлӗ ҫӗнӗ 3 комплекса Ҫӗрпӳ, Улатӑр тата Шупашкар районӗсенчи больницӑсене валеҫсе пынӑ.
Асӑннӑ ФАПсем тухтӑрсене аякри ялсене ҫитсе тата хӑйсем тӗллӗн тухса ҫӳреймен ҫынсене йышӑнмалла.

Шупашкарта васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗнче ӗҫлекен водительсем хӑйсен кӑмӑлсӑрланӑвне видео ҫине ӳкерсе илсе тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ.
Арҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем шалу пӗчӗк пулин те ӗҫри машинӑсем валли хӑйсен укҫипе саппас пайсем тата кирлӗ ытти япалана туянаҫҫӗ. Яваплисенчен темиҫе хутчен те ыйтни усси пулман. Ушкӑнпа пухӑнса ҫӑхав ҫырнӑ хыҫҫӑн вӗсене премисӗр хӑварнӑ.
Ӗҫлекенсем ҫитменнипе васкавлӑ пулӑшу машинисем вырӑна каясси тӑсӑлса каять иккен, апла пулин те хут ҫинче 20 минут тесе кӑтартаҫҫӗ.
Видеона курнӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗ ку лару-тӑрӑва хай тӗрӗслеме шантарнӑ.
